Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Тӑвай районӗ

Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин архивӗнчи сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин архивӗнчи сӑн

Чӑваш Енри икӗ ача, Тимур Ильин тата Станислав Андреев, Федераци Канашӗн «Паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» медалӗпе чысланӑ. Тимур наградӑна Валентина Матвиенко председатель аллинчен илнӗ. Вӑл Шупашкарти 56-мӗш шкулта 2-мӗш класра вӗренет. 2020 ҫулта Тимур Вӑрнар тӑрӑхӗнче юхан шыв ҫинче пӑр айне анса кайнӑ тусне Богдана ҫӑлнӑ. Лешӗ ун чухне 6 ҫулта пулнӑ.

Тӑвай тӑрӑхӗнчи Турикас Тушкилте пурӑнакан 15-ри Станислав Андреев кӑҫал инкек тӳссе ирттернӗ. Пушарта унӑн амӑшӗ, шӑллӗ вилнӗ. Станислав пушар вӑхӑтӗнче ҫухалса кайман, пулӑшу ыйтма чупнӑ. Вӑл, 7-ри йӑмӑкӗ тата тӑван мар ашшӗ чӳречерен тухма пултарнӑ.

 

Республикӑра
stylishbag.ru сайтри сӑн
stylishbag.ru сайтри сӑн

«Хыпар» Издательство ҫурчӗ тата темиҫе район хаҫачӗ валли ертӳҫӗ шыраҫҫӗ. Ҫавна май ЧР Цифра министерстви конкурс ирттерет. Тӑвай, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ районӗсенчи хаҫатсем валли ертӳҫӗсем кирлӗ.

Конкурса хутшӑнас текенсен аслӑ пӗлӳ пулмалла, ертӳҫӗ должноҫӗнче 5 ҫултан кая мар ӗҫлемелле. Документсене юпан 30-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 30-мӗшӗччен министерствӑра йышӑнаҫҫӗ. Конкурса раштавӑн 13-мӗшӗнче пӗтӗмлетме палӑртнӑ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ӗнер Тӑвай муниципаллӑ округӗн депутачӗсем уҫӑ сасӑлав ирттерсе администраци пуҫлӑхне суйланӑ. Ҫак должноҫе администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ Олег Ломоносов йышӑннӑ.

Олег Анатольевич 45 ҫулта. Вӑл Тӑвайрах ҫуралса ӳснӗ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра «истори» специальноҫпе вӗреннӗ. Кайран Атӑл-Вятка академи патшалӑх службинче пӗлӳ илнӗ.

Унӑн ӗҫ стажӗ – 23 ҫул, вӗсенчен 20-шне вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче вӑй хунӑ.

 

Республикӑра
Ҫӑлкуҫ: cap.ru
Ҫӑлкуҫ: cap.ru

Тӑвайри тӑлӑхсем, ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнӑскерсем, хваттерлӗ пулса тӑраҫҫӗ. Кун пирки Тӑвай муниципаллӑ округӗн официаллӑ сайчӗ хыпарлать.

Тӑвай муниципаллӑ округӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Олег Ломоносов ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ тепӗр ҫамрӑка кӗҫнерникун хваттер ҫӗраҫҫипе тивӗҫтернӗ. Ҫӗнӗ хваттерлӗ пулса тӑнӑскере вӑл ҫак савӑнӑҫлӑ пулӑмпа саламланӑ, малашнехи пурнӑҫра ӑнӑҫу суннӑ.

Муниципаллӑ округӑн сайчӗ хыпарланӑ тӑрӑх хваттерте хӑтлӑ пурнӑҫ валли мӗнпур условисене хатӗрленӗ.

Сӑмах май, Тӑвай тӑрӑхӗнче тӑлӑхсене хваттерпе тивӗҫтерес ӗҫ планпа килӗшӳллӗн пырать тесе хыпарлаҫҫӗ. Кӑҫал виҫҫӗшне хваттерпе тивӗҫтернӗ, тепӗр иккӗшне ҫурт-йӗр туянма сертификат панӑ. Ҫулталӑк вӗҫӗччен черетре тӑракан тепӗр ҫамрӑка пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересшӗн.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри 5 муниципаллӑ округа автоклубсемпе тивӗҫтерӗҫ. Ӑна илес тесен округсен ятарлӑ конкурс али витӗр тухмалла пулнӑ.

Республикӑн Культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнтерӳҫӗсем тесе ҫак уницпаллӑ округсене йышӑннӑ: Етӗрне (конкурсра 20 балл пухнӑ), Муркаш (19 балл), Тӑвай (17 балл), Вӑрмар (17 балл), Йӗпреҫ (16 балл).

Асӑннӑ кашни округа автоклуб туянма 9-шар миллион тенкӗ укҫа уйӑрса парӗҫ.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Тӑвай районӗнче пурӑнакан 87 арҫын патне палламан ҫынсем темиҫе хут та шӑнкӑравласа счечӗ ҫинчи укҫи-тенкине «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма ыйтнӑ. Ҫапла пӗр эрне тапӑннӑ ӑна.

Ватӑскер укҫана куҫарас тесе 3 ҫыхӑну салонне терминалпа усӑ курма килнӗ. Виҫҫӗшӗнче те унта ӗҫлекенсем ӑна ултавҫӑсем пирки асӑрхаттарнӑ – ку итлемен. Арҫын кайран Канашри ҫыхӑну салонне ҫитнӗ. Терминал патӗнче тӑпӑртатса тӑраканскере салон ӗҫченӗ пулӑшма пынӑ. Хайхискер ватӑ ҫын телефонпа мӗн калаҫнине итленӗ те лешсем ултавҫӑ пулнине тӳрех ӑнланнӑ, арҫынна вӗсем пирки ӑнлантарма тытӑннӑ. Тӑвай районӗн арҫынни каллех итлемен. Кун хыҫҫӑн салон ӗҫченӗ терминала сӳнтерсе хунӑ. Ҫапла вӑл ватӑ ҫынна ултавҫӑсен серепине лекесрен сыхланӑ.

Ҫак ҫыхӑну салонӗсен ӗҫченӗсене ШӖМӗн Канашри уйрӑмӗн тав хучӗпе чысланӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян ир пулттипе, 3 сехет те 40 минутра, Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче вырнӑҫнӑ Ҫӑкалӑхъялӗнче пушар пулнӑ. Кил хуҫи ҫулӑма хӑйех сӳнтерес тесе тӑрӑшнӑ та шар курнӑ: вӑл пиҫсе кайнӑ. Ӑна Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ. Шел те, пушар пӳрте тӗп тунӑ. Юрать-ха, ҫӑлавҫӑсем кӳршӗ ҫурта сыхласа хӑварнӑ.

Ирхи 5 сехет тӗлне Тӑвай районӗнчи Йӑнтӑрчӑ ялӗнче йывӑҫ ҫурт ҫунма пуҫланӑ. Унта ҫулӑм пӳрт тӑррине сиенлетнӗ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.

 

Политика
Владимир Михайлов. vk.com/kugesionline сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
Владимир Михайлов. vk.com/kugesionline сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар районӗн администрацине малашне Владимир Михайлов ертсе пырӗ. Вӑл ҫын унччен Тӑвай районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.

Владимир Борисович Тӑвай районӗнчи Вӑрманхӗрри ялӗнче 1987 ҫулта ҫуралнӑ. 2009 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 2007 ҫултанпа вӑл уйрӑм усламҫӑ пулса тӑрӑшнӑ. 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ӑна Тӑвай районӗн администрацине ертсе пыма шаннӑ.

Rodina.ru сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Михайлов — «Родина» партин членӗ.

Шупашкар район администрацине ертсе пынӑ Николай Хорасев ҫемҫе пукана текех йышӑнмӗ.

 

Республикӑра
vk.com сайтри сӑн
vk.com сайтри сӑн

Тӑвай районӗнче Кӗтне юханшывӗнче пулӑ нумай вилни пирки «Контактра» «Тӑвай районӗнчи пулӑҫсем» ушкӑнра пӗлтернӗ. Ҫакна ҫынсем авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче асӑрханӑ.

Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, пулӑсем Тӗнеялӗ, Тутарстанри Октябрь выҫҫӑлкки тата Надеждино ялӗ ҫывӑхӗнчи юханшывра вилнӗ. Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче кун пек лару-тӑру пулман-мӗн.

ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, юханшыври шыва тӗрӗслеме илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/89831
 

Ял пурнӑҫӗ
Владимир Михайловӑн телеграм-каналӗнчи сӑн
Владимир Михайловӑн телеграм-каналӗнчи сӑн

Тӑвай районӗнчи Лачкасси ялӗнче Тӑрмӑш юханшыв урлӑ каҫмалли кӗпер питӗ япӑх лару-тӑрура. Кун пирки район пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов хӑй пӗлтернӗ.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, администраци дефектлӑ ведомоҫ хатӗрлет. Тӳре-шара Чӑвашупрдор ӗҫченӗсемпе пӗрле кӗпере пӑхса ҫаврӑннӑ, проекта хатӗрленӗ хыҫҫӑн ӗҫ планне кӗртме шантарнӑ.

Кӗперӗ вара халӑха питӗ кирлӗ. Вӑл яла кӗнӗ ҫӗрте вырнаҫнӑ. Ун урлӑ машинӑсем те ҫӳреҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvladimir_yantik/2970
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, ... 48
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.09.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере лӑпкӑ ритмпа ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ӗҫсене пуҫӑниччен киввисене вӗҫлӗр. Ӗҫтешсемпе тата конкурентсемпе ӑнланманлӑх сиксе тухма пултарать, анчах сирӗн чатӑмлӑхӑра пула ку лару-тӑру хирӗҫӗве ҫаврӑнмӗ.

Авӑн, 19

1914
111
Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
1937
88
Симаков Александр Иванович, живописец ҫуралнӑ.
1939
86
Ямаш Владимир Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1982
43
Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та